Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ача ҫуратиччен иртерекен йеркесем

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ача пултӑр тесен ҫапла кӗлӗ каланӑ: «Ҫак ҫурта ывӑл-хӗр курмалла ту. Сакӑ тулли ача-пӑча пар, тӗпси сыпӑра кин пултӑр, алӑк сыпӑра ывӑл пултӑр. Ҫуралманнине ҫуратса пар, ҫуралните, Турӑ, сывлах пар.». Е ҫакӑн пек кӗлле сӑра чӳкӗнче каланӑ: «Урай тулли путек-сурӑх пултӑр, сакӑ тулли ача-пӑча пултӑр, алӑк патне кӗрӳ пултӑр, тӗпеле кин пултӑр».

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӗн — чӑвашсен тӗнӗн ытти йӗркисем ҫинчен.



Тулли верси :: Статья каҫми